

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта профориентаци ӗҫӗ шайӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем шкултан вӗренсе тухнӑ ачапа, халӗ Уфари наукӑпа технологи университечӗн (гуманитари тата социаллӑ наукӑсен институчӗ, ют ҫӗршыв лингвистикин кафедри) 4-мӗш курс студенткипе Алия Хуснуллинапа тӗлпулу иртнӗ. Алия вӗренӳ заведенийӗн тытӑмӗ, вӗренме кӗмелли йӗрке, студентсен вӗренӳпе пурӑнмалли условийӗсем ҫинчен каласа панă.
Тӗлпулу питӗ информациллӗ пулнă, вӗренекенсене сисӗнмелле усӑ панă. Ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче тӑвакан чи пӗлтерӗшлӗ йышӑнусенчен пӗри — малашнехи пӗтӗм пурнӑҫ пахалӑхне палӑртакан профессипе карьера ҫулне суйласа илни-ҫке. Ҫак суйлава хӑй тӗллӗн тата пӗлсе туни, пулас професси вара обществӑлла усӑ, киленӳ тата нумай интереслӗ уçăнусем кӳни питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсемпе ҫакӑн пек тӗл пулни вӗренекенсене профессилле хӑйпултарулӑх ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшать. Алияна пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатпăр, кӑсӑклӑ тӗлпулушӑн тавтапуç!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587