Пишпÿлек районӗнчи РЦЗН ГКУ Территори пайӗ Пишпÿлекри 68-мĕш пушарпа ҫӑлав пайӗпе пӗрле Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти 8«б» класра вӗренекенсем валли паллашу экскурсийӗ ирттернӗ.
Ачасене хурал ертÿçи Д.Р. Асадуллин кӗтсе илсе кӑсӑклӑ калаҫу ирттернӗ. Ачасем техникӑпа хатӗр-хӗтӗре курнă, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп правилисене тата пушар сӳнтермелли малтанхи хатӗрсемпе мӗнле тӗрӗс усӑ курмаллине аса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.