Çутă çул
-32 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Октябрӗн 2025, 12:06

«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ

«Дюймовочка» ача сачӗн пӗчӗккисен ушкӑнӗнче уйрӑм кун иртнӗ — кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун.

«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ
«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ

 

«Дюймовочка» ача сачӗн пӗчӗккисен ушкӑнӗнче уйрӑм кун иртнӗ — кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун. Анчах та ҫанталӑк условийĕсене пула ачасем ҫакна чӑннипех тӑвайман, ҫавӑнпа воспитательпе пӗрле шухӑшласа кӑларнӑ вӑрмана ҫул тытнă. Кунта пӗчӗкскерсем кӗркуннехи ҫут ҫанталӑк пирки нумай кӑсӑклине пӗлнӗ: ҫулҫӑсем мӗншӗн тӗсне улӑштараҫҫӗ, йывӑҫсем мӗншӗн ҫулҫисене тӑкаҫҫӗ, кӗр паллисем, вӑрманта пурӑнакан чӗр чунсем ҫинчен.

«Ҫулҫӑ тӑкӑнать», «Ҫулҫӑсем ÿкеҫҫӗ», «Кӗрхи ҫулҫӑсене тӗспе сар», «Кӗрхи йывӑҫ валли ҫулҫӑ суйласа ил» йышши вӑйӑсем выляса ҫулҫӑсем тӗрлӗрен пулма пултарнине те асӑрханӑ ачасем. Ачасем кӑмӑллӑ юлнă, кашниех хӑйӗн карҫинккине пуҫтарма пултарнă.

Ҫапла вара кӗрхи ҫулҫӑсене пухмалли кун чаплă иртнӗ, пӗчӗкскерсене заняти питӗ килӗшнӗ.

#ДеньСобиранияОсеннихЛистьев

Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210640610

 

«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ
«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ
«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ
«Дюймовочка» ача садӗнче кӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтармалли кун иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас