Çутă çул
+24 °С
Дождь
Общие статьи
14 Ноября 2025, 06:07

Андрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панă

Премьер-министр Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн Тӳрӗ линин тӗп темисене палӑртнă.

Андрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панăАндрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панă
Андрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панă
Премьер-министр тӗп темӑсене палӑртнă.
- Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн Тӳрӗ линипе. Ҫакӑн пек пулӑмсем пирӗн граждансене мӗн ытларах хумхантарнине пӗлме май параҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем регион правительствишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, - палӑртнă Андрей Назаров. - Хам валли эпӗ темиҫе тӗп тема уйӑрса панӑ пулӑттӑм, вӗсемпе муниципалитетсемпе пӗрле пирӗн уйрӑмах ӗҫлемелле.
 
СВОна хутшăнакансене пулӑшасси тата адаптацилесси. Ҫак тӗллевпе пире 32 миллиард тенкӗ кирлӗ. «Пушкӑртстан паттӑрӗсем» программа урлӑ таврӑннӑ боецсене влаҫ органӗсен ӗҫне кӗртетпӗр.
 
Инвестицисем. Эпир инвестици илӗртӳлӗхӗпе АСИ рейтингӗнче малти вырӑнсем йышӑнатпӑр. Ял хуҫалӑхне те укçа-тенкĕ хывассине ӳстеретпӗр. 
 
Ҫулсем. Регионти транспорт ҫулӗсен пӗр пайӗ М-12 федераллӑ трасса тунӑ чухне шар курнӑ. Ҫитес ҫул вӗсене юсӑпӑр. «Хунавлӑ» ҫулсене юсамалли регион программине малалла укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерӗпӗр.
 
Общество транспорчӗ. Ҫавӑн пекех ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ӑна татса парӑпӑр, ҫитес ҫул федераци программипе каллех транспорт хатӗрӗсем туянӑпӑр. Чи малтан -  автобуссем.
 
Инновациллӗ экономикӑна аталантарасси. Ҫак процесра Еврази НОЦĕн Аслӑ шкулсем хушшинчи студентсен кампусне пысӑк вырӑн паратпӑр. Унӑн строительстви хӗрӳ пырать, эпир унта IQ-паркпа геном центрне хута ятӑмӑр ӗнтӗ.
 
Ку, паллах, задачӑсен пӗр пайӗ ҫеҫ. Умра пирӗн ӗҫ нумай, ӑна пурнӑҫлатпӑрах, - пӗтӗмлетнĕ премьер-министр.
 
 
 
Андрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панă
Андрей Назаров Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене ӑнлантарса панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас