Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общие статьи
21 Ноябрӗн 2025, 04:47

Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс зачет» экологи конкурсӗ 2025 ҫулхи ноябрĕн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗПушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс зачет» экологи конкурсӗ 2025 ҫулхи ноябрĕн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тапхӑр декабрĕн 15-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурса 8-11 классенче вӗренекенсем тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен 1-2 курс студенчӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чи нумай балл пухнӑ ачасем иккӗмӗш, куҫӑмлӑ тапхӑра иртӗҫ – вӑл 2026 ҫулхи февральте пулӗ.
Унта хутшӑнакансене Серго Орджоникидзе ячĕллĕ Раҫҫейри патшалӑх геологоразведка университечӗн тата Д.И. Менделеев ячĕллĕ Раҫҫейри химипе технологи университечӗн преподавателӗсем хатӗрленӗ биологипе, химипе, географипе тата экологипе ҫыхӑннӑ хӑйне евӗрлӗ ыйтусем кӗтеҫҫӗ.
«Симӗс зачет» ҫӗнтерӳҫисене те 2026 ҫулхи февральте палӑртӗҫ. Вӗсем Раҫҫейри малта пыракан аслӑ шкулсене вӗренме кӗмешкӗн хушма балсем илӗҫ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсене вара пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ ҫынсем ҫинчен калакан патшалӑх ресурсне кӗртӗҫ – çакӑ «Сириус» университет программисене, стажировкӑсене тата наукӑпа вӗрентӳ проекчӗсене кӗме май уҫӗ.
Заданисене 2025 ҫулхи декабрĕн 15-мӗшӗччен конкурс сайтӗнче тупма пулать: https://vk.cc/cRqj9r

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-11-20/v-bashkortostana-priglashayut-prinyat-uchastie-v-zelenom-zachete-4475456

 

Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Пушкӑртри шкул ачисемпе студентсене «Симӗс зачета» хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас