Наци мессенджерӗнче MAX тухтӑр патне йышӑнăва ҫырмалли сервисӑн функционалне анлӑлатнӑ. Халӗ усӑ куракансем телемедицина консультацине ҫырӑнма кӑна мар, больничнӑйне дистанцилле хупма та пултараҫҫӗ.
Ҫырӑнмашкӑн «Госуслуги» урлӑ е СНИЛС тата ҫуралнӑ кунпа авторизациленмелле, специалиста тата вӑхӑта суйламалла. Консультаци умӗн 15 минут маларах пациент видеошăнкăравăн ссылкине илет. Йышӑну вӑхӑтӗнче тухтӑрпа пӗлтерӳсемпе тата файлсемпе ылмашӑнма пулать. РФ Сывлӑх сыхлав министерстви сывалнине ҫирӗплетнӗ чухне тухтӑрӑн больничнӑйне дистанциллӗ майпа хупма ирӗк пуррине пӗлтернӗ.