Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кугарчă районĕнчи Мурадымово ту хушӑкне ҫитсе курни ҫинчен, пушкӑртсен зубрӗсене курма килни ҫинчен социаллӑ сетьсенче хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлтернӗ.
Регион ертӳҫи ку проект ӑслӑлӑх пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫак чӗрчунсен популяцине сыхласа хӑварма тата ӳстерме май парассине палӑртнӑ. Радий Хабиров аслисене туяннипе тата пӑрусем ҫуралнипе кӗтӳ тӑтӑш ӳснине палӑртнă. Вӑл 20—30 ҫултан зубрсем Пушкӑртстанри вӑрмансенче лӑпкӑн пурӑнасса, регион ҫутҫанталӑкне упраса хӑварассишӗн пысӑк тӳпе пуласса шаннине пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: соцсетьри видео стоп-кадрӗ.