Пӗтӗм тӗнчери чемпионат профессие популяризацилеме тата пулас специалистсен карьера траекторийӗсене йӗркелеме ҫулсерен пӗтӗм тӗнчери студент-геологсене пухать. Кӑҫал ӑна республикӑра 4-мӗш хут йӗркелӗҫ ӗнтӗ.
Регионӑн ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи министрӗ Нияз Фазылов правительствӑри оперативлӑ канашлура отрасльсем хушшинчи чи пысӑк конкурс кӑҫал та Уфара иртессине пӗлтернӗ. «ГеоВызов» чемпионата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе Роснедры пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
2023 ҫултанпа чемпионата хутшӑнакансен тата командӑсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ, унӑн географине 16 хут анлӑлатнӑ — пӗлтӗр унта 16 ют ҫӗршыв команди хутшӑннӑ. Пулас геологсем 12 дисциплинӑра тупӑшаҫҫӗ, вӗсене вӗрентекенсем —Роснедры, ҫӗр айӗнчипе усӑ куракан пысӑк компанисен, ҫӗршывӑн малта пыракан аслӑ шкулӗсен тата УФИЦ РАН геологи институчӗн специалисчӗсем пулаççĕ. Чи лайӑх командӑсем валли тӗп парне геологи отраслӗнчи предприятисенче стажировка тухасси пулса тӑрать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ».