Çутă çул
+14 °С
Облачно
Общие статьи
4 Июня , 07:50

Радий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинчен

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Уфари чи ватӑ урамсенчен пӗринче ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Радий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинченРадий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинчен
Радий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинчен

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Уфари чи ватӑ урамсенчен пӗринче ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Ӑна ҫӗнетмелли проект чи анлӑ, амбициллӗ тата вӑрах вылякансенчен пӗри пулнине палӑртнă вӑл.
Шухӑшӗпе, ӑнлантарнă Радий Хабиров, урам Уфари ҫурма çуран ҫӳрев Арбатӗ пулмалла. Уҫӑлса ҫӳреме меллӗ сарлака тротуарсем тӑвӗҫ. Унпа пӗрлех инженери сечӗсемпе тата ҫутӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те татса пама палӑртнӑ.
Республика пуҫлӑхӗ юхӑм тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пынине палӑртнă. Ленин урамӗнчен пуҫласа Цюрупа таран участок хатӗр ӗнтӗ. Кӑҫал, вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑтлӑха Новомостовой, ҫитес ҫул Воровский урамне ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Малалла Туслӑх монуменчӗпе Шуратӑл ҫыранӗ патне тухмалли ҫул уҫӑлӗ. Юлашкинчен, Радий Хабиров шантарнă тăрăх, чаплӑ уҫӑлса ҫӳремелли зона пулать.
Урамра 70 яхӑн ҫурт вырнаҫнине те асӑрханă вӑл, вӗсем пысӑк та тимлӗ реконструкци тума ыйтаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сетӗсем.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-06-03/ne-tak-skoro-radiy-habirov-o-rekonstruktsii-ulitsy-oktyabrskoy-revolyutsii-v-ufe-4709201

 

 

 

 

 

Радий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинчен
Радий Хабиров Уфари Октябрь Революцийӗн урамне реконструкцилесси ҫинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас