Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Суйлав
19 Августӑн , 11:55

Сентябрьте иртекен сасӑлав кунне хатӗрленесси малалла тӑсӑлать

Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт Республикинче сентябрӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсенче суйлав иртеҫҫӗ.

Сентябрьти пӗрлехи сасӑлав кунне хатӗрленесси малалла тӑсӑлать. Ҫапла, августӑн 14-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи ТИК участокри суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйне евӗрлӗ семинар вӗрентекен мероприятире суйлав ирттернӗ тапхӑрти Нормативлӑ право акчӗсене, уйрӑмлӑхсене, çавӑн пекех суйлавҫӑсем валли ҫӗнӗ майсем пуррине пӑхса тухнӑ. Йĕркелÿ ыйтăвĕсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн тӗлпулӑва хутшӑнакансем суйлавҫӑсене тӗплӗ информациленӗ шайра килĕрен çÿресе валеҫсе паракан материал илнĕ.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт Республикинче сентябрӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсенче суйлав иртеҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

Сентябрьте иртекен сасӑлав кунне хатӗрленесси малалла тӑсӑлать
Сентябрьте иртекен сасӑлав кунне хатӗрленесси малалла тӑсӑлать
Сентябрьте иртекен сасӑлав кунне хатӗрленесси малалла тӑсӑлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: