Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Суйлав
9 Сентябрӗн , 11:38

" Пӗр кӑмӑл: пирӗн ывӑлсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр!»

Набережныйĕнче пурӑнакан, сакӑр ачан амӑшӗ Зулия Исмагиловна Мударисова яланах гражданла активлӑ позиципе палӑрса тӑнӑ.

" Пӗр кӑмӑл: пирӗн ывӑлсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр!»
" Пӗр кӑмӑл: пирӗн ывӑлсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр!»

 

Набережныйĕнче пурӑнакан, сакӑр ачан амӑшӗ Зулия Исмагиловна Мударисова яланах гражданла активлӑ позиципе палӑрса тӑнӑ. Вăл Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннӑ.

Зулия Исмагиловнан аслӑ ывӑлӗ Мурадым СВОра пуçне хунă. "Диего" позывнойлă кӗҫӗн ывӑлӗ паян пирӗн ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑра хӳтӗлет.

— Пӗтӗм тӗнчипе тӑнӑҫлӑх пултӑр! Манӑн ывăл, Раҫҫейри ытти амӑшӗсен ывӑлӗсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр! Пушкӑртстана —  тӑван республикӑна — тивӗҫлӗ ҫын ертсе пытӑр! — сасӑлав бюллетеньне урнӑна янӑ май каланă Зулия Исмагиловна.

Унтан суйлавҫӑсемшӗн пуриншӗн те, пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерсе, тутар чӗлхипе юрӑ шӑрантарса панă.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Зульфия Муртазина.

https://svetput.ru/news/vybory-2024/2024-09-08/zhelanie-odno-pust-nashi-synovya-s-pobedoy-vernutsya-domoy-3920162

 

" Пӗр кӑмӑл: пирӗн ывӑлсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр!»
" Пӗр кӑмӑл: пирӗн ывӑлсем Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: