Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав
10 Сентябрӗн , 12:10

Пишпÿлек районӗнчи Ильзина Чернова "Рахмат-2024" акцире хаклӑ приз выляса илнӗ

Ильзина хуҫалӑхра кирлӗ япалана — робот-пылесос выляса илнӗ.

Пишпÿлек районӗнчи Ильзина Чернова "Рахмат-2024" акцире хаклӑ приз выляса илнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ильзина Чернова "Рахмат-2024" акцире хаклӑ приз выляса илнӗ

Ильзина Йăлпăлактамак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ермолкинра фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ пулса ӗҫлет. Вӑл акцие хутшӑннă та ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ. Ильзина хуҫалӑхра кирлӗ япалана — робот-пылесос выляса илнӗ.

Сайтра анкетӑна тултарсан, ӑнӑҫлӑ пуласса шанмасӑр, вӑл хаклӑ приз хуҫи пулса тӑнӑ. — Мана акци йĕркелÿçисем шӑнкӑравларӗҫ те, эпӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса, пылесос выляса илни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Паллах, тӗлӗнтĕм. Хам выляса илнӗ япалана эпӗ ҫав кунах илтӗм. Ку маншӑн кӑмӑллӑ сюрприз пулчӗ. Ҫакӑн пек пысӑк призсене выляса илме питӗ лайӑх, — хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа парать Ильзина. Ҫак ҫӗнтерӳ Ильзинашăн кӑна мар кӑмӑллӑ сюрприз, районти пур ҫынсемшӗн те хавхалану пулса тӑнă.

Аса илтеретпĕр, часах "Ночь призов" пуҫланать. Сентябрӗн 13-мӗшӗнче БСТ тӳрӗ эфирӗнче иртекен "Зур Рахматра" регистрациленӗ билетсем суперпризсене вылятнă çĕре хутшӑнӗҫ. Призсем хушшинче — хваттерсем, автомобиль, Сочине тур, Пушкӑртстанри санаторисене, кану ҫурчӗсене путевкӑсем. Акци организаторӗсем ҫине тӑрсах сентябрь уйӑхӗ вӗҫлениччен билетсене упрама сӗнеҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ильзина Чернован архивӗнчен.  

Пишпÿлек районӗнчи Ильзина Чернова "Рахмат-2024" акцире хаклӑ приз выляса илнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ильзина Чернова "Рахмат-2024" акцире хаклӑ приз выляса илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: