Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
3 Июлӗн 2019, 13:36

Пĕве шывпа туласса шанатпăр

Пишпÿлек ял вĕçĕнчи пĕвене юхса кĕрекен çăлсемпе пĕчĕк çырмасене тасатассипе экологи субботникĕ иртнĕ.

Юлашки çулсенче пĕве куç умĕнче типсе пырать. Нумай пулмасть кăна пĕве пишпÿлексен канмалли чи юратнă вырăнĕ пулнă. Климат улшăнăвĕсене пула грунт шывĕсем çулне ылмаштараççĕ, çавна пула çырмасем, çăлсем типеççĕ.

Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕ пуçарса янипе Пишпÿлекри пĕвене шывпа сĕтекен çăлсемпе çырмасене тасатма валли хĕрĕх ытла çынран тăракан экологи десантне йĕркеленĕ. Верентÿ пайĕн, район администрацин, ял Совечĕн, «Парус» физкультурăпа сывлăха тĕреклетмелли комплексăн ĕçченĕсем, волонтерсем кĕреçесемпе, сенĕксемпе, пакурсемпе хĕç-пăшалланса субботника тухнă. Экскаватор, трактор, КАМАЗ автомобильсене явăçтарса çырмасемпе çăлсен çулĕсене тăпраран, çÿп-çапран тасатнă.

— Июнĕн 5-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе «Таса çырансем» Пĕтĕм Раççей экологи акцийĕ пуçланнă, — тет ПР Туймазăри Экологи министерствин ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Геннадий Макеев. — Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн шухăшне район администрацийĕ ырласа йышăнчĕ, волонтерсем те хастар хутшăнчĕç.

Пĕве шывпа туласса тата Пишпÿлек халăхĕпе хăнисене унчченхи пекех савăнтарасса шанатпăр.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: