Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
4 Декабрӗн 2019, 16:35

Пушкăртстан правительстви Иремель тăвĕ патне снегоходпа каймалли хака çирĕплетнĕ

«Иремель» çутçанталăк паркĕнче пĕр турист маршручĕпе пĕр снегоходпа каймалли хак 350 тенкĕпе танлашать.

Постановленине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă.
2018 çулхи мартра Пушкăртстанăн çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен прокуратури «Иремель» паркĕн территорийĕнче снегоходсемпе усă курни çутçанталăка сиен кÿрет тесе вĕсемпе çÿреме чарнă. Çак йышăну халăха пăлхантарнă. Туризм тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем тата çак вырăнта пурăнакансем туристсем кунта сайрарах килме пултараççĕ тесе пăшăрханнă. Экологсен шучĕпе, снегоходсемпе ăçта кирлĕ унта ярăнни кăна сиен кÿме пултарать, палăртнă маршрутпа çÿрени паркшăн та, туристсемшĕн те ункайлă. Учалă районĕнчи ялсенчен пĕринче пурăнакансем Радий Хабирова лару-тăрăва уçăмлăх кĕртме ыйтнă тата туристсене снегоходпа çÿреме ирĕк пама сĕннĕ. 2019 çул пуçламăшĕнче ученăй-биологсем ту çине хăпармалли альтернативлă маршрутсем йĕркеленĕ. Уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕсен дирекцийĕ паракан докуменчĕсене улшăнусем кĕртнĕ, правительство ăна çирĕплетнĕ. Туристсене снегоходсемпе госинспекторсем тĕрĕслевĕпе тата дирекципе договор тунă йĕркепе илсе çÿреççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: