Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экологи
18 Декабрӗн 2019, 11:05

Путин экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тесе каланă

РФ Президенчĕ Владимир Путин «Таса çĕршыв» форум-выставка участникĕсене саламланă чухне экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тата çутçанталăка сыхлас ĕç пĕтĕм наци тĕллевĕ тесе каланă.

«Таса çĕршыв» тĕнче форум-выставки Мускавра декабрĕн 16—18-мĕшĕсенче иртет.
Çутçанталăк ресурсĕсене эффективлă тытса пыни патшалăх аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать, çынсен пурăнăç тата сывлăх пахалăхне витĕм курет, палăртнă Путин.
Раççей лидерĕ каланă тăрăх, лартнă тĕллевсене пурнăçлама экологи культурине ỹстермелле, «симĕс» технологисемпе усă куракан предприятисене хавхалантармалла тата чи лайах практикăсемпе, çав шутра чикĕ леш енчисемпе те, усă курмалла.
Путин форум участникĕсене ăнаçлă ĕçлеме суннă.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: