Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
28 Кӑрлач 2020, 15:43

Пысăк ĕçе хутшăнар

Районта пурăнакансем экологипе ыркăмăллăх проектне хутшăннă йĕркепе пластик савăтсен хупписене 50 килограма яхăн пухнă.

Пĕлтĕрхи апрельте район çыннисем «Чистая Уфа» экологи обществăлла организаци йĕркеленĕ «Крышечки спешат на помощь» проекта пуçласа хутшăннă. Усак-Кичура пурăнакан Светлана Салаватовна Фазуллина БСТ каналпа «Салям» телекăларăмра акци çинчен каласа панине илтнĕ хыççăн çак ырă ĕçе пирĕн районта пуçарса янă. Савăт хупписем пухмалли пункт хăйсен ялĕнче уçнă, унăн пуçарăвне Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта тата «Çутă çул» хаçат редакцинче ырласа йышăннă.
— Проекта хутшăннă çынсем тăрăшнипе — пластик савăчĕсен хупписене уйрăм пуçтарса — пирĕн районтан Уфари йышăну пунктне 50 яхăн килограмм чĕртавар ăсатнă. Проекта хутшăнса эпир çуп-çапа уйрăм пуçтарма хăнăхатпăр кăна мар, онкологи чирне хирĕç кĕрешекенсене те пулăшатпăр, — каласа парать Светлана Салаватовна. — Çитĕннипе чарăнса тăмастпăр, малашне те чĕртавар пухатпăр, часах çуркунне, юр айĕнчен мĕн чухлĕ хупă тухма пуçлать, вĕсем ура айĕнче ан йăваланччăр, ырă ĕçе кайччĕр.
Проект малалла пырать, сывлăх кăлтăкĕсемлĕ ачасене пулăшаççĕ. Пухнă чĕртавара ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн пластик хатĕрсем — лейкăсем, кĕреплесем, кĕреçесем тата ыттине тăваççĕ.
Çулталăк тăршшĕнче республикăра пурăнакансем 2 тонна яхăн пластик савăт хуппи пуçтарнă, 1709 килограмне ĕçлесе хатĕрлеме панă. Чĕртаваршăн 12 пин тенкĕ яхăн илнĕ. Пухнă укçа-тенкĕ Уфари республика онкодиспансерĕн паллиатив уйрăмĕн пациенчĕсем валли ултă ходунки туянаççĕ. Вĕсене медучреждение февралĕн 4-мĕшĕнче параççĕ.
Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕ авторăн.
Читайте нас: