Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
29 Кӑрлач 2020, 14:18

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртнă ҫак шухӑша.

«Зеленый патруль» экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш.
Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикипех.
2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле.
Читайте нас: