Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
12 Нарӑсӑн 2020, 18:11

Швейцаринчи пекех пулать

Хальхи вӑхӑтра Евросоюз ҫӗршывӗсенче «Энергия из отходов» программăллă 32 завод тăваççĕ

Осиновăри хытӑ каяшсене тирпейлекен заводра Швейцарири Еnova заводӑнни пекех оборудовани пулать. Каяшсенчен энерги тӑвакан завода проектлакан «РТ-Инвест» компанин партнерӗ ҫӳп-ҫапа ҫунтаракан системӑсене тата котёлсене — Тутарстана та, Швейцарине те пӗрпеккисене кӳрет. «РТ-Инвест» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе тума Японири Hitachi Zosen Inova компани кӗрӗшнӗ. Осиновăри пекех оборудовани Швейцарири Золотурн кантонне кӗрекен Цухвиль хулинче пулать.
Золотурнра 1976 ҫулта тунӑ завод вырӑнне ҫӗннине тӑваҫҫӗ. Вӑл 2025 ҫулта хатӗр пулать. Икӗ ҫунтаракан лини ҫулталӑкне 221 пин тонна ҫӳп-ҫапӑна тирпейлесе 18 мегават электро тата 15 мегават ӑшӑ энергийӗ кӑлармалла.
Ҫакӑн пекех кӑмакасене Hitachi Zosen Inova Арабсен эмиратӗнче, Францире, Турцире ӗҫлеттерет. Унашкал технологие Осиновăри заводра та вырнаҫтармалла. Вӑл чи ҫирӗп экологи стандарчӗсене тивӗҫтерет тесе шантараҫҫӗ «РТ-Инвестра». Хальхи вӑхӑтра Евросоюз ҫӗршывӗсенче «Энергия из отходов» программӑллӑ 32 завод тӑвӑнать.
«Сувар».
Читайте нас: