Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
20 Нарӑсӑн 2020, 15:35

«Экологи питĕ пĕлтерĕшлĕ»

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисем пулса ют ҫӗршыв студенчĕсем хутшӑнма тытӑннӑ.

Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров.
Ҫывӑх вӑхӑтра вĕсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те.
Читайте нас: