РФ Конституцине кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсенчен пĕрисем правительствăна çутçанталăк пуянлăхне тата çĕршыври биологи тĕрлĕлĕхне сыхлассипе, тавралăха начар витĕм кÿрессине чакарассипе мерăсем йышăнма хушаççĕ. Вăл граждансен экологи пĕлĕвне ÿстермелли тата экологи культурине воспитани памалли условисем тумалла.
Çĕршывăн тĕп законĕнче чĕрчунсем пирки те яваплăх туйассине çирĕплетсе çырас теççĕ.
Аса илтеретпĕр, РФ Конституцине кĕртмелли тÿрлетÿсем пирки сасăлава апрелĕн 22-мĕшĕнче ирттерме палăртнăччĕ, анчах çĕршыври кăткăс эпидемиологи лару-тăрăвне пула ăна хальлĕхе урăх вăхăта куçарнă.