Вак-тӗвек хунавсем лартасси — ӑссӑр ӗҫ, пирӗн экологие кура крупномерсем кирлӗ, тесе шутлать ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Кӑҫал «Ешĕл Пушкӑртстан» акцире пӗлтӗрхинчен сахал мар — 155 пин тата 1610 пинрен кая мар йывӑҫсемпе тӗмӗсем лартма палӑртнӑ. ЖКХ министерстви типӗ ҫанталӑка пула йывăç лартмалли тапхӑр валли сроксене каярах лартма сӗнчӗ — сентябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 5-мӗшӗччен. Раҫҫейре акци сентябрӗн 11-мӗшӗнче пуҫланать, регионра ӑна субботниксемпе пулӑшаҫҫӗ.
Пушкăртстан пуҫлӑхӗ ведомствӑна Нефтекамск опычĕпе ӗҫлеме хушрӗ: «Вӗсем тематика аллейисем лартаççĕ, ҫӗмӗрт, ҫӑка, пилеш лартаҫҫӗ тата ытти те. Йывӑҫсем туянаҫҫӗ те тӗрлӗ вырӑн валли 500 штук мар, 30-шер вара пĕр вырӑнта лартаҫҫӗ. Хула çыннисем та кураҫҫӗ вӗсене. Тематика аллейи пултӑр тесен унта мероприятисем ирттермелле. Чупса килнĕ, лартнă, тарса пӗтнĕ, маннă пулмалла мар».
«Шултра хунавсем туянмалла, кирек мӗнле пулсан та — вак-тĕвек лартмалла мар — ку ниме тӑман ӗҫ, пысӑк хуласенче экологи тӗлӗшӗнчен тата вӗсене ҫӗмӗрекен юр массисене шута илсе лартмалла», — аса илтерчӗ республика Пуҫлӑхӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.