Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
11 Октябрӗн 2021, 17:35

Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç
Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç

Хамăр ялта хамăр хуçа пулмалла, унта тирпей-илем кĕртмелле, - шутлаççĕ ял çыннисем.
Йăлпăлкари Чкалов урамĕнчи анаткасра пурăнакансем урам пуçламăшенчи çăл территорине тирпейлерĕç. Ялта шыв пулмасан çак çăлтан чылайăшĕ шыв ăсма çÿрет, япала чÿхеме те анаççĕ хĕрарăмсем. Юлашки çулсенче унта куллен тасатнине пăхмасăр, каллех хăва хунавĕсем ытлашши ÿссе кайнă, ватăрах йывăçĕсем хуçăлса пĕтнĕ. Çавăнпа та ял çыннисем унта тирпейлеме пухăнчĕç.
Арçынсем электропăчăкăпа иртсе çÿреме паман йывăç тураттисене касрĕç, ачасемпе хĕрарăмсем вĕсене пĕр çĕре купаларĕç. Шыв çине ÿкнĕ вулăсене те тасатрĕç. Пер сăмахпа каласан, çал патне халĕ иртсе çуреме питĕ кăмăллă!
Марина ИВАНОВА.
Наталья Николаеван сăнÿкерчĕкĕсем.

Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç
Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç
Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç
Йăлпăлаксем Республика кунĕнче ялти çăла тасатрĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: