Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Октябрӗн 2021, 16:18

Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ

Ял Совет ĕçченĕсем территорие тасатнă, йывăç лартнă.

Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ
Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ

Октябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем экологи субботникӗсене хутшӑннӑ. Кӗҫнерникун, октябрӗн 14-мӗшӗнче, Пишпӳлек ялӗнчи йӑлари ҫӳп-ҫапа тасатас енӗпе ӗҫ ирттернӗ.

Октябрӗн 15-мӗшӗнче районти "Таса эрнекун" акцие Ҫӗнтерӳ паркӗнче бюджет организацийӗн, предприятисемпе учрежденийӗсен ӗҫченӗсемпе пӗрле хутшӑннă. Вӗсем спирея лартнӑ, ҫак паркра маларах лартнӑ ҫӑкасене шӑварнӑ, таврари территорине тасатнӑ.

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Пишпÿлекри Центральная урамри № 8; 10; 12; 14; 16 нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗн «Ешĕл Пушкăртстан» акцие пурнӑҫланӑ шайра асӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансемпе пӗрле ача-пӑча площадки ҫывӑхӗнче 50 тĕп пилеш тата 50 тĕп çăка лартнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ
Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ
Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ
Пишпÿлекре экологи субботникĕсем иртеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: