РФ Президенчӗ Владимир Путин тискер чӗрчунсен полуляцийӗсене сыхласа хӑварасси питӗ кирлӗ ӗҫ тесе каланӑ.
"Тискер чӗрчунсен популяцийӗсене сыхласа хӑварасси – уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Вырӑс географи обществи шур упапа леопардсене, белухăпа ирбиссене сыхлас енӗпе ӗҫлекен проектсене пулӑшу пани хăвăртлăх илессе шанатӑп, ытти тӗрлӗ ҫӗршывсем те унта хутшӑнĕç. Тӗплӗнрех ҫакӑн ҫинчен 2022 ҫулта Владивостокра калаҫӑпӑр, унта иккӗмӗш тӗнче тигр форумӗ пулать", — терӗ вӑл Вырӑс географи обществин премийӗн лауреачӗсемпе калаçнă май.
Раҫҫей ӑслӑлӑх пӗлӗвӗн чиккисене хӑюллӑн ҫӗклеме, ӗмӗт хыҫҫӑн пыма тата пысӑк открытисем тума пултаракан ҫынсемпе яланах пуян пуласси ҫинчен палӑртнӑ Путин. "Ҫакӑн пек ӗҫлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ тата пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫынсен шутне, паллах, Вырӑс географи обществин премийӗн номинанчӗсем пурте кӗреҫҫӗ. Сире чаплӑ результатшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп", — вӗҫлерӗ вӑл.
Çăлкуçĕ: https://ria.ru/20211019/zhivotnye-1755230298.html