Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
25 Октябрӗн 2021, 14:49

Наци паркӗнче пӗрремӗш юр ҫунă

Информаци паркăн социаллӑ сетьсенчи официаллӑ сайтĕнче тухнӑ.  

Наци паркӗнче пӗрремӗш юр ҫунă
Наци паркӗнче пӗрремӗш юр ҫунă

Информаци "Башкирия" наци паркĕн социаллӑ сетьсенчи официаллӑ сайтĕнче тухнӑ.

Наци паркӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш юр — вӑрман тӑрӑх кам ҫӳренине тӗрӗслемелли питӗ лайӑх вӑхӑт.

— Нумайччен шырамалла пулмарӗ. Кӑшт шаларах вӑрмана кӗтĕмĕр çеҫ, акӑ вӗсем — чӗрчунсем хӑварнӑ йӗрсем. Пӗр хутӗнче мулкач, кашкӑр, упа тата карӑк йӗрне ÿкерсе илтĕмĕр, — тенӗ пӗлтерӳре.

Нацпарк ӗҫченӗсем ҫын йышлă пулакан вырӑнсенчи вӑрманти сукмаксене тӗпчеме сӗнеҫҫӗ.

— Юр ҫунӑ хыҫҫӑн ирпе йӗрсем курма майсем ытларах, вӗсене ҫил шӑлса ӗлкӗриччен, — палӑртрӗҫ вĕсем.

 «МГ» информацийĕпе.

Наци паркӗнче пӗрремӗш юр ҫунă
Наци паркӗнче пӗрремӗш юр ҫунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: