Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
17 Декабрӗн 2021, 12:04

Тӑван вырӑна ситексем пек юрат

Çитес çул мĕнле ĕçсем тумаллине халех палăртса хунă.

Тӑван вырӑна ситексем пек юрат
Тӑван вырӑна ситексем пек юрат

Ситек ҫыннисем ял тавра вырнаҫнӑ ҫӑлкуҫсене хисеплеҫҫӗ, вӗсене ҫулсерен тирпейлесе тăма тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче Чÿк çăлне, Абрам çăлне, Кондрат çăлне, Сунарçăсен çăлне и Ванюк çăлне хӑтлăх кĕртнĕ.

— Халӗ ӗнтӗ ялӑн ҫӳлти вӗҫӗнче пурăнакансем Тукас çăлĕ текен ҫӑлкуҫа йӗркелеме шут тытрӗҫ, — тет Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Геннадиевич Петров. — Ял вӗҫӗнче пурӑнакан граждансен пухӑвне ирттертӗмӗр. Ҫав çăлран вӗсем килте усӑ курма яланах шыв илеҫҫӗ. Пысӑк стройка йӗркелӳҫисем Анатолийпе Марина Мироновсем пулчӗҫ. Унта хутшӑнакансем Николай Ульянов, Вячеслав Семенов, Иван Иванов, Сергей Семенов, Сергей Мелихов, Юрий Романов, Анатолий Павлов, Валентин Григорьев тата ыттисем пулчӗҫ. Сварка ӗҫӗсене Андрей Родионовпа Виталий Кузьмин пурнӑҫланӑ.

Ӗҫсене йӗркелесе ирттерме палӑртса хунӑ пулӑшӑва Çирĕклĕ ял совет администрацийĕ те пулăшнă. Ҫапла автономи генераторӗллĕ урапапа трактор уйӑрса панӑ. Ҫӑл тавра пӗрле чӑрӑш лартнӑ. Ҫуркунне кунта ҫӑка йывӑҫҫисем те, пилеш тӗмӗсем те лартма шутлаҫҫӗ.

Ял-йыш савӑнăçне паян ҫӑлкуҫ шӑнкӑртатса юхать. Канма кунта тенкел тунӑ, илемлӗ беседка ларать. Ноябрьте ситексем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫак асран кайми тата питӗ юратнӑ вырӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнине палӑртнă. Художество пултарулӑхне хутшӑнакансем чун-чӗререн юрланӑ. Пухӑннисем пурте пылпа тутлӑ шӑршӑллӑ курӑк чейне ӗҫнĕ. Ситек ҫыннисен планӗсенче халӗ ҫитес ҫул Танюк çăлне, Шур Иван ҫăлне тата Йекер çăлне тирпей-илем кӗртесси. Вӗсем çырмана форель лĕкки те ярасшӑн.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр ПЕТРОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Тӑван вырӑна ситексем пек юрат
Тӑван вырӑна ситексем пек юрат
Тӑван вырӑна ситексем пек юрат
Тӑван вырӑна ситексем пек юрат
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: