Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
23 Декабрӗн 2021, 14:50

Радий Хабиров РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ

"Янган-Тау" геопарк, Раҫҫейре тата СНГ ҫӗршывĕсенче чи малтан ЮНЕСКОн геопаркĕсен глобаллӑ сетьне кӗнӗ.

Радий Хабиров РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Радий Хабиров РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ

Декабрӗн 22-мӗшӗнче Мускавра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Федерацийӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров ирттернӗ РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ.

Ҫӗршыв пӗтӗм тӗнчери вӗренӳпе наукӑна ҫирӗплетесси, культурӑна аталантарасси, тӗп халӑхсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасси ҫинчен каланӑ май, Сергей Лавров Пушкӑртсен ҫитӗнӗвӗсене те палăртса хăварнă. Пирӗн ӗҫӗн тивӗҫлӗ пуҫламӑшӗ глобаллӑ геопарксен программи шайӗнче.

Республикăри "Янган-Таура" Раҫҫейри пӗрремӗш геопарк тума ЮНЕСКО ӗҫ тӑвакан канашĕ ҫирӗплетнӗ. Радий Хабиров республика ЮНЕСКОпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, тӑван енӗн хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑкӗпе культурине упраса хӑварас тӗллевлӗ анлӑ проектсем малалла та гуманитари килӗшӳлӗхне ҫирӗплетес ӗҫе малалла тӑснине палӑртрӗ. Ку енӗпе пирӗн уйрӑм хăйне евĕр мӑнаҫлӑх — "Янган-Тау" геопарк, вӑл Раҫҫейре тата СНГ ҫӗршывĕсенче чи малтан ЮНЕСКОн геопаркĕсен глобаллӑ сетьне кӗнӗ.

«МГ» информацийĕпе. 

Радий Хабиров РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Радий Хабиров РФ Комиссин ЮНЕСКО ӗҫӗсен пӗрлехи пухӑвӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: