Çутă çул
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
11 Кӑрлач 2022, 20:36

Каяшсене турттармалли графика ҫулталӑкра 41 пин ытла пӑснӑ

Паянхи кун Пушкӑртстанра халӑха ТКО турттарса паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтересси 99 процентпа танлашать.

Каяшсене турттармалли графика ҫулталӑкра 41 пин ытла пӑснӑ
Каяшсене турттармалли графика ҫулталӑкра 41 пин ытла пӑснӑ

Пӗлтӗр "ТКО-Башкортостан" каяшсене турттарса тухмалли автоматизациленӗ тытӑм ҫӳп-ҫапа графикпа турттарса тухмалли йӗркене пӑснă 41 пин ытла саманта палăртнă.
Аса илтеретпӗр, цифра сервисĕ 2020 ҫулхи сентябрьте ӗҫлеме пуҫланă. Вӑл регионти операторсем паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне тата вӑхӑтне чӑн вӑхӑт режимӗнче йӗркелеме май парать. Кунта республикӑн кашни контейнер площадкине тупма тата ҫӳп-ҫап турттармалли графика пӑснипе пӑсманнине тӗрӗслесе пӑхма пулать.
Паянхи кун Пушкӑртстанра халӑха ТКО турттарса паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтересси 99 процентпа танлашать. Ҫӳп-ҫапа турттарассипе республикӑри халӑх пурӑнакан 3 820 яла тивĕçтерет, 15 ҫынран сахалрах пурӑнакан 741 ялсăр пуçне. Çитме йывăр 138 пунктран ТКОна эрнере пӗр хутран сахалрах турттарса тухаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Каяшсене турттармалли графика ҫулталӑкра 41 пин ытла пӑснӑ
Каяшсене турттармалли графика ҫулталӑкра 41 пин ытла пӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: