Пушкӑртстанри саккунсӑр тунă 1 458 çÿп-çап вырăнĕ тĕп тумасăр юлнă, аграри ыйтӑвӗсемпе, экологипе тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли республикăри патшалăх пухăвĕн комитечĕн ларӑвӗнче республикăн ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗ Урал Искандаров пӗлтернӗ.
Ҫутҫанталӑк сыхлав ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр регионта 470 ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ. Кӑҫал йӗркеленмен 461 ҫӳп-ҫап тăкмалли вырăна рекультивацилеме палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, "ҫӳп-ҫап реформи" пуҫланнӑранпа (2019 ҫулхи январĕн 1-мӗшӗнче) республика территорийӗнче саккунсăр тунă 3005 çÿп-çап вырăнĕ пулнă, пӗтӗмӗшле 2301 гектар лаптăкра. Республикӑн Пуҫлӑхӗн Указӗпе 2024 ҫул вӗҫнелле йӗркеленмен тата хуçасăр мӗнпур çÿп-çап вырăнĕсене пӗтерме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.