Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
19 Кӑрлач 2022, 09:40

Пушкӑртстанра 2022 ҫулта электромобиль валли 13 заправка станцийӗ туса лартаҫҫӗ

Пишпÿлекре çакнашкал станци пур ĕнтĕ.

Пушкӑртстанра 2022 ҫулта электромобиль валли 13 заправка станцийӗ туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра 2022 ҫулта электромобиль валли 13 заправка станцийӗ туса лартаҫҫӗ

  Интернетпа усӑ кураканӗ Алексей Глуховцев каланӑ тӑрӑх, электромобильсем валли заряд станцисен тытӑмӗ Пушкӑртстанра электротроуризм аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тӑма пултарать.

Салаватпа Стерлитамакри электромобилистсен ячӗпе Алексей соцсетьсенче çакӑн пек станцисем ытларах тума ыйтнӑ. Унӑн пӗлтерӗвӗ "Инцидент-менеджмент" системӑна лекнӗ.

 Уфа, Стерлитамак, Салават, Мелеуз, Оренбург хушшинче зарядкӑсем лартӑр. Ку вӑл республикӑри электромобильсемпе ҫулҫӳревсен никӗсӗ пулать. Хӑвӑрт зарядка Оренбургра пур ӗнтӗ, тӳлевсӗр! Акӑ экотуристсем, сӑмахран, Стерлитамакран Красноусольск еннелле (70 ҫухрӑма яхӑн) тапранӗҫ, — тесе ҫырнӑ Алексей Глуховцев, туризм отраслӗн хулисемпе юлашки выранĕсенче зарядкӑсем вӑйсӑртарах тума май пулсан трасса ҫинче хӑвӑрт ĕçлекеннисем пулмаллине палӑртнă.

Пушкӑртстанри ЦУР Промышленноҫ министерствине хыпар янӑ, унта Пушкӑртстанра 13 зарядлӑ станци пур тесе пӗлтернӗ. Ҫитес ҫул вара тата 13, ҫав шутра Уфа – Оренбург трассисем ҫинче пулӗҫ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 2022 ҫулта электромобиль валли 13 заправка станцийӗ туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра 2022 ҫулта электромобиль валли 13 заправка станцийӗ туса лартаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: