Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Экологи
27 Кӑрлач 2022, 20:20

"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă

Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин "Ҫамрӑк кӗнеке вулакан" вулав клубӗнче "Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехечӗ иртнӗ.

"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă
"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă

Январĕн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин "Ҫамрӑк кӗнеке вулакан" вулав клубӗнче "Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехечӗ иртнӗ. Мероприяти ачасемпе ҫутҫанталӑка упрасси мӗне пӗлтерни ҫинчен пуҫланнă. Вӗсене тӑван ен илемӗ ҫинчен каласа панă, таврари тӗнчене сыхлануллӑ тытмаллине аса илтернĕ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑкĕ ан пӗттӗр, анлӑлантӑр тесе хăйсем мĕнле ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен каласа панӑ.
Ҫутҫанталӑкра хӑйсене мӗнле тыткаланине те манман вӗсем: пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнасси, тасалӑха упрасси çинчен аса илнĕ. Ачасем юмахсен тупсӑмĕсене хăвăрт тупнă тата конкурссене хутшӑннӑ. Малалла мероприяти плакат туса хатӗрлес енӗпе мастер-класпа тăсăлнă. Ачасене пурне те хӑйсен аллипе темӗнле ҫӗнӗ, пачах урӑхла илемлӗ япала тума питӗ килӗшнĕ. Кунта аппликаци тӑвас шухӑш пуҫа пырса кӗрет, анчах касса кӑларнӑ тӗрлӗ элементсенчен мар, хутран касса кăларнă ача-пӑча ал тупанӗсенчен. Ҫак питӗ интереслӗ ӗҫ ачасемпе "Çутҫанталӑка пӗрле упрар" плакат тума май панă. Ачасем темӗн чухлӗ пĕлÿ илнӗ, вӑхӑта интереслӗ ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

 

"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă
"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă
"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă
"Ҫутҫанталӑк пуянлăхĕ" экологи сехетĕнче тăван ен илемĕ çинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: