2022 ҫулта "Экологи" наци проектӗнче "Комплексная система мониторинга качества окружающей среды " федерацин ҫӗнӗ проекчӗ хутшăнĕ, пӗлтерет РФ правительствин пресс-служби.
Экологи мониторинг системи ҫӗршыв тавралӑхĕн пахалӑхӗ ҫинчен калакан информацие пухассине тивӗҫтермелле. 2030 ҫул тӗлне информаци тытӑмӗ, ҫав шутра ытти информаци тытӑмӗсенче тăракан, шыв, тӑпра, сывлӑш, недрсем, парник газӗсем кӑларас тата ҫӑтас енӗпе ӗҫлекен даннӑйсем çинчен, ҫавӑн пекех тавралӑх хутлӑхне сиен кӳрекен, экологине япӑх витӗм кӳрекен объектсен ҫӑлкуҫӗсене пĕрлештерет.
Проекта пурнӑҫлассишӗн "Раҫҫей экологи операторӗ " ППК палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.