Пушкăртстанра «Кивĕ хут пар — йывăçа сыхласа хăвар!» акци иртет.
Акцие февралӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗччен кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, пӗлтерет ПР Правительствин пресс-служби.
Экомарафон «Экологи» наци проектне кĕрекен «Комплексная система обращения с твердыми коммунальными отходами» проектне пулӑшу панӑ шайра иртет, унпа килешÿллĕн, 2024 ҫул тӗлне коммуналлӑ хытӑ каяшсене 12 процентран кая мар ĕçлесе тирпейлеме каймалла.
Унта пӗтӗм вӗренӳ заведенийӗсене, общество организацийӗсене, предприятисене, регион компанийӗсене йыхравлаҫҫӗ. Ҫавна тумашкӑн инçетри ялсенче 500—1000 кг макулатура — кирлӗ мар кивĕ хут пухмалла, е 300 кг ытла макулатура пухмалла, малалла Акцин официаллӑ сайтӗнче Сдай-Бумагу.рф. заявка ҫырса хӑвармалла. Çавăн пекех республикӑра пурӑнакансем 300 кг ытла пухма пултараймасан ӗҫ вырӑнӗпе е ҫывӑхри вӗренӳ заведенийӗпе пĕрле хутшăнма пултараҫҫӗ, учреждение акцие хутшӑнма сӗнӳпе тухмалла.
Экомарафон кӑтартӑвӗсем тӑрӑх муниципалитетсен симӗс рейтингне туса хурӗҫ. Акци пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх унта хутшӑнакансене пурне те тав туса чыслӗҫ, чи результатлисене вара — укҫа премийӗсемпе хавхалантарĕç. https://resbash.ru/news/obshchestvo/2022-02-10/v-bashkirii-proydet-ekomarafon-sday-makulaturu-spasi-derevo-2688174
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.