Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
15 Нарӑсӑн 2022, 09:40

Çÿп-çап контейнерĕсем тăкăнса ларнăшăн кам айăплă?

  Пушкӑртстан ЦУРĕнче юлашки вӑхӑтра ҫӳп-ҫап турттармалли графиксене пӑсни ҫинчен ытларах та ытларах ӳпкелешме пуҫларӗç.  

Сӑлтавсем ҫинчен ПР правительствин агропромышленноҫ комплексӗн тата çутçанталăкпа усă курас департамент директорӗ Светлана Белова тÿрĕ эфирта каласа пачӗ.

— Хӗл юрлӑ, юра тасатма техника ҫитмест, регионти операторсем те хăш чух картишсенчи ҫӳп-ҫап площадкисем патне те ҫитеймеҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ специалист. Юр — ҫӳп-ҫапа вӑхӑтсӑр турттарса тухнин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ мар. Спецтехника валли час-часах контейнер площадкисемпе ҫуммӑн лартса хунӑ автомобильсем пулса тӑраҫҫӗ.

— Пӗлтӗр республикӑра тӗрӗс мар лартса хунă автомобильсемшӗн, ҫав шутра контейнер площадкисен çумĕнче, административлӑ штрафсем палӑртакан саккун йышӑннӑ, — аса илтерчӗ Светлана Белова.

Редакцирен. Чăннипе вара çÿп-çап контейнерĕсем патĕнчи юра кам тасатмалла? Районти ялсенче те çакнашкал лару-тăру йĕркеленнĕ. Хăш-пĕр çĕрте ял çыннисем хăйсем алла кĕреçе тытаççĕ.

https://resbash.ru/news/zhkkh/

Çÿп-çап контейнерĕсем тăкăнса ларнăшăн кам айăплă?
Çÿп-çап контейнерĕсем тăкăнса ларнăшăн кам айăплă?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: