Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
16 Нарӑсӑн 2022, 20:48

Экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ

Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен икĕ ача та экологи олимпиадин регионти тапхӑрӗн икӗ турĕ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх призерсем пулса тӑнă .

Экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ
Экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ

Пушкӑртстан Республикинче экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Олимпиадӑна муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем хутшăннă. Пирӗн район чысне Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсем Элиза Иванова (9 класс) тата Лариса Исаева (11 класс) хÿтĕленĕ.
Олимпиада икӗ туртан тӑнӑ. Февралӗн 2-мӗшӗнче Пелепейри 15-мĕш вăтам шкулта олимпиадӑн пӗрремӗш теори турĕ пулса иртнӗ.
Февралӗн 3-мӗшӗнче олимпиадӑн иккӗмӗш практика турĕ иртнӗ. Онлайн-форматра вӗренекенсем хӑйсен вӗренӳпе проект ӗҫӗсене хӳтӗленӗ, ачасем вĕсене Хушăлкари вăтам шкул вĕрентекенĕ опытлă биологи учителӗ Н.Е. Васильева ертсе пынипе хатӗрленӗ.
Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен икĕ ача та экологи олимпиадин регионти тапхӑрӗн икӗ турĕ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх призерсем пулса тӑнă .
Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ
Экологи енӗпе олимпиадӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: