+2 °С
Юр
"Башкирская" чӑх-чӗп фабрикинче экологи требованийӗсене пӑснӑшӑн пысӑк штраф тӳлемелле пулать, тесе пӗлтернĕ республика прокуратуринче.
Уфа прокуратури ҫутҫанталӑк саккунӗсене пӑхӑннине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫак чӑх-чӗп фабрикин водозабор скважинисем техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫлӗ мар пулнине палӑртнă. Проба суйласа илни шывра таса мар япаласен концентрацийӗ виҫӗ-тӑватӑ хут пысӑкрах пулнине кӑтартнă.
Район прокуратурин пуҫарӑвӗпе асӑннӑ факт тӑрӑх компанин департаменчӗн ертӳҫипе юридика сӑпатне 230 пин тенкӗ калӑпӑшпа штрафланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.