-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри тӗп библиотекăра тӑван ен экологине халалланӑ экологи квесчӗ йӗркеленӗ. Вӑййа хутшӑнакансем Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн студенчӗсем пулнă. Виҫӗ командӑна пайланса ачасем тӗрлӗ заданисене пурнӑҫласа вырăн-станцисем тӑрӑх куҫса ҫӳренӗ. Унта хутшӑнакансене кашни станцире хӑйне евӗрлӗ интереслӗ ыйтусем кӗтнӗ. Ачасем квестӑн пур тапхӑрне те ӑнӑҫлӑ иртнĕ, тимлӗхе, эрудицие тата команда пӗрлӗхне палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.