Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
29 Мартӑн 2022, 20:26

Пушкӑртстанра контейнер площадкисене пурне те цифрӑланӑ тата "Пушкӑртстан ТКО" системӑна кӗртнӗ

Ӗҫ пахалӑхӗ ҫинчен даннăйсене кашни эрнере тишкереҫҫӗ.

Пушкӑртстанра контейнер площадкисене пурне те цифрӑланӑ тата "Пушкӑртстан ТКО" системӑна кӗртнӗ
Пушкӑртстанра контейнер площадкисене пурне те цифрӑланӑ тата "Пушкӑртстан ТКО" системӑна кӗртнӗ

Кун ҫинчен мартӑн 28-мӗшӗнче республика Правительствинче кашни эрнери оперативлӑ канашлура ПР Çутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗ Урал Искандаров пӗлтернӗ.
Министр "Пушкӑртстан ТКО" ГИСне контейнер площадкисене кӗртнине ӑнлантарса панă. Регионта вӗсен шучӗ 32 пин ытла, вӗсенче 60 пин ытла контейнер вырнаҫтарнӑ. Регоператорсен ӗҫченӗсене каяшсене турттарма площадка сăнӳкерчӗкӗсем тӑвакан гаджетсемпе тивӗҫтернĕ. Ӗҫ пахалӑхӗ ҫинчен даннăйсене кашни эрнере тишкереҫҫӗ.
"МГ" информацийепе.
Сăнӳкерчӗкӗ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.

Пушкӑртстанра контейнер площадкисене пурне те цифрӑланӑ тата "Пушкӑртстан ТКО" системӑна кӗртнӗ
Пушкӑртстанра контейнер площадкисене пурне те цифрӑланӑ тата "Пушкӑртстан ТКО" системӑна кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: