Апрелӗн 22-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Çӗр кунне палӑртаççĕ. Планетӑри ҫынсем ҫулсеренех унӑн сывлӑхӗ пирӗнтен, ҫынсенчен, кашни ҫыннӑн ӗҫ-хӗлӗнчен, кулленхи пурнӑҫра хӑйне мӗнле тытнинчен нумай килнине ӑнланса илме пуҫлаҫҫӗ.
Ҫак уяв пире тата пирӗн ачасене пирӗн планетӑн сывлӑхӗ ҫинчен, этем пулма пултарасси тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑну тытасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшать.Тавралӑх хутлӑхне хӳтӗлес тӗлӗшпе кашниех хӑйӗн тӳпине хывма пултарать: ӑшша, энергине, шыва упрама, ҫӳп-ҫапа сортлама, тирпейлеме пултаракан упаковкӑра тавар туянма.
«Умка» ача садӗнче ҫак уява халалланӑ кун иртнӗ. Ачасем сӑвӑсем вуланă, юрӑсем юрланă, вӑйӑ вылянă, экологи темисем ҫинчен тупмалли юмахсем тупнă. Хӑнана юмахри Лесовичок килнӗ. Вӗсем пӗрле хамӑр планетӑна мӗнле упрасси ҫинчен сӳтсе явнă.
Ҫапла ача садĕнче Ҫӗр кунне халалланӑ уяв иртнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.