Руҫре яланах ҫапла пулнӑ вӗт — ачасем пурте пуҫ кӑшӑлӗсем ҫыхма кăмăлланă, пирвайхи пуҫ кӑшӑлӗсем яланах кукшапуҫ чечекӗсенчен пулнӑ. Кистенлĕре "Кукшапуҫ чечекӗ" ятлӑ вӑйӑ программи иртнӗ: ачасем кукшапуҫ чечекӗсем ҫинчен, вӗсен уссипе илемӗ ҫинчен пĕлĕве анлӑлатнă, "пӑхас" тата "курас" пултарулӑха аталантарнă, тӑван ҫутҫанталӑка юратма вӗреннĕ. Ачасене кукшапуҫ ҫуркунне, ҫамрӑк ешӗл курӑк ӑшӗнчи сарӑ хӗвел пек, чи малтан килни çинчен каласа пана. Кукшапуҫ – хир чечекӗ, мӗншӗн тесен ӑна никам та пӑхмасть. Кукшапуҫ чечекӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех ӳсет. Вӑл эмел курӑкӗ, унпа чылай усӑ кураҫҫӗ, медицинӑра ӳслӗкпе, апата лайӑхлатма, ҫулҫӑсемпе, тымарсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫулҫӑсенчен салат тӑваҫҫӗ, чечексенчен варени те пӗҫереҫҫӗ. Пыл хурчӗсем кукшапуҫ пылӗ тӑваҫҫӗ – ҫӑра та тутлӑ шӑршлӑ. Ачасем юмах тупсӑмне тупнă, пуҫ кӑшӑлӗсем ҫыхма вӗреннĕ, вылянă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри культура çурчĕн социаллă сетри страницинчен.