Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
3 Июнӗн 2022, 21:10

Ҫутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ

Мероприятие Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьти "Дружба" отрядри ачасем хутшăннă.

Ҫутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ
Ҫутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ

Пирӗн тӗнчере чи ҫивӗч проблемӑсем - экологи ыйтӑвӗсем, вӗсем кашнинех тивеҫҫӗ вӗт. Ачара мӗн пӗчӗкренех экологи ӑс-хакӑлĕпе йӗркелемелле, таврари тӗнче ҫине лайӑх пӑхма вӗрентмелле, хутшӑну культурине вӗрентмелле, ачасен ҫутҫанталӑка пӗлес, унӑн вӑрттӑнлӑхне уҫас, ачана управлӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулма хăнăхтармалла. Июнӗн 2-мӗшӗнче Ляйсан Иванова "Çутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ" ӑс-хакӑлпа вӑйӑ программине ирттернӗ.
Мероприятие Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьти "Дружба" отрядри ачасем хутшăннă. Ачасем ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле тӗнчинче: юханшыв ҫинче, уйра, вӑрманта, уҫланкӑра пулнă. Кунта вӗсене интереслӗ конкурссем, вӑйӑсем, викторинӑсемпе юмахсем кӗтнĕ. "Ҫутҫанталӑк тусӗсен правилисене", мӗнле канмаллине, ҫутҫанталӑка сиен тӑвас мар тесен хӑвна мӗнле тыткаламаллине аса илнĕ. Ҫавӑн пекех ачасем экологи пӗлӗвне тепӗр хут ҫирӗплетнĕ, ҫутҫанталӑка упрама тата сыхлама сăмах панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ҫутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ
Ҫутҫанталӑкшӑн ҫитӗннисем те, ачасем те явап тытаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: