Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
21 Июлӗн 2022, 18:37

Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ

Ял ҫыннисем хӑйсен ҫӑлкуҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ!

Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ
Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ


Ҫӑлкуҫ мӗн вӑл? Ку вӑл ҫӗр айӗнчен юхса тухакан пӗчӗк шыв юхӑмӗ. Тӑван ҫӗр-аннеҫӗм ҫынсене сывлӑх, хавхалану, сывлӑх парнелет. Ҫӑлкуҫри шыв яланах таса, уҫӑлтаракан сивӗ те усӑллӑ. Халӑхра çапла калаççĕ, çăлкуçри шыва хӗлле çия ярсан та, сивӗре чирлеместӗн, пачах урӑхла — вӑй-халпа сывлӑх хутшӑнать, теҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ валли кӑштах кирлӗ — ҫӗр тӑкӑнасран пусă е пӳрт, ҫӳп-ҫап ҫӳлтен ан ӳктӗр. Ҫӑлкуҫа пулӑшни - хӑвăн сывлӑхна пулӑшни, тӑван ҫӗршыва хӑйӗн ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне сыхласа хӑварма пулӑшни пулать.
Ҫак улшӑнми чӑнлӑха асра тытса, Пăслăкри художество пултарулӑх коллективӗсене хутшӑнакансем Пăслак ялӗнчи Пысӑк ҫӑлкуҫа тасалӑхпа йӗрке тума кайнă. Ҫӑлкуҫ ҫинчи ҫӳп-ҫап сахал пулнине курсан, вĕсем питӗ тӗлӗннĕ. Апла пулсан, ял ҫыннисем хӑйсен ҫӑлкуҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ!
Вĕсем çÿп-çапа тасатнă та ҫӑлкуҫăн сивӗ шывне тав туса тутанса пӑхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ
Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ
Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ
Пăслăк ялӗнче "Ҫӑлкуҫ" экологи акцийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: