Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
2 Августӑн 2022, 18:03

Пушкӑртстан ялӗсенче çÿп-çап пухмалли 300 ытла лаптӑк туса лартӗҫ

Республика Ялхуçалăх министерстви асӑннӑ программа енӗпе ялти муниципалитетсене 25,7 млн тенкӗ субсиди уйӑрӗ.

Пушкӑртстан ялӗсенче çÿп-çап пухмалли 300 ытла лаптӑк туса лартӗҫ
Пушкӑртстан ялӗсенче çÿп-çап пухмалли 300 ытла лаптӑк туса лартӗҫ

2022 ҫулта Пушкӑртстанра коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли 300 ытла лаптӑк, федераци "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалăх программи шайӗнче туса хурӗҫ. Республика Ялхуçалăх министерстви асӑннӑ программа енӗпе ялти муниципалитетсене 25,7 млн тенкӗ субсиди уйӑрӗ.
Ильшат Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, ТКО лаптӑкӗсене йӗркелесси - пирӗн ялсенче пурнӑҫӑн хӑтлӑ условийӗсене йӗркелессин чи пӗлтерӗшлӗ факторӗсенчен пӗри.
Кӑҫал уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ регионти ялсенче пине яхӑн ҫӗнӗ контейнер лартма май парать. Аса илтеретпӗр, программа условийӗсемпе килӗшӳллӗн федераци тата регион бюджечӗсенчен субсидисем ҫак площадкӑсен хакӗн 70 проценчӗ чухлӗ уйӑраççĕ, ыттине муниципалитетсем.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстан ялӗсенче çÿп-çап пухмалли 300 ытла лаптӑк туса лартӗҫ
Пушкӑртстан ялӗсенче çÿп-çап пухмалли 300 ытла лаптӑк туса лартӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: