Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
8 Августӑн 2022, 18:21

Пишпÿлек район çыннисене Экологи ӗҫӗсен эрнине хутшăнма чĕнеççĕ

Муниципалитетсемпе тата волонтерсемпе, общество организацийӗсемпе пӗрле саккунсăр ҫӳп-ҫапсен вырăнĕсене тупса палӑртас тĕллев лартнă.

Пишпÿлек район çыннисене Экологи ӗҫӗсен эрнине хутшăнма чĕнеççĕ
Пишпÿлек район çыннисене Экологи ӗҫӗсен эрнине хутшăнма чĕнеççĕ

Августӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшĕччен Пушкӑртстанра "Экологи ӗҫӗсен эрни" акци иртет, ун шайӗнче халӑхăн массӑллӑ кану вырӑнӗсенче, шывсен ҫыран хӗррисенче, туристсен тӗп маршручӗсенче субботниксем ирттерӗҫ.
Мероприяти тӗллевӗ – экологи тавракурӑмне йӗркелесси, тавралӑха перекетлӗ тытасси, халӑх хушшинче экологи культурине ӳстересси, шыв объекчӗсемпе кану вырӑнӗсенче тасалӑха лайӑхлатасси тата пулӑшасси. Муниципалитетсемпе тата волонтерсемпе, общество организацийӗсемпе пӗрле саккунсăр ҫӳп-ҫапсен вырăнĕсене тупса палӑртас тĕллев лартнă.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пишпÿлек район çыннисене Экологи ӗҫӗсен эрнине хутшăнма чĕнеççĕ
Пишпÿлек район çыннисене Экологи ӗҫӗсен эрнине хутшăнма чĕнеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: