Надеждино ялӗ ҫывӑхӗнче Пелепей районӗнчи Россельхознадзор управленийӗн инспекторӗсем ҫӗр айӗнчи пурлӑхсене саккунсӑр тупӑшласа кӑларнин фактне тупса палӑртнӑ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче карьера хӑй ирӗкӗпе чавса кӑларнине палӑртнӑ. Плансӑр тӗрӗслев Пушкӑртстан экологи тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли министерстви ыйтӑвӗпе иртнӗ.
Саккунсӑр майпа ҫӗр кодексне пӑснипе "Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене хӳтӗлесси ҫинчен" тата "Çутҫанталӑка сыхласси ҫинчен. Тӑпра. Ҫӗр ӗҫӗсем туса илнӗ чухне тӑпран пулӑхлӑ сийне сыхламалли требованисем" темиҫе статьяпа усӑ курма май парать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.