+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫынсем тахҫантанпах ҫӑлкуҫсене асӑрхаса пурӑннӑ. Вӗсенче шыв яланах хӑйне уйрӑм, таса тесе шутланӑ. Ҫӑлкуҫ шывне ӗҫетӗн те, хӑвна ырӑ тума, ҫынсене савӑнтарма пултаракан паттӑрла вӑй пуррине туйса илетӗн. "Пурӑн, ҫӑлкуҫ" экологи акцинче Кистенлĕпуçĕнче ялӗнче пурӑнакансем ҫӑлкуҫсемпе вӗсен ҫывӑхӗнчи территорисенче йӗрке тунă: курӑка ҫулса пуҫтарнă, пухăннă ҫӳп-ҫапа пуҫтарнă. Савӑнсах ӗҫленĕ çынсем, юлашкинчен: "Çӑлкуҫ, пурӑн!" тесе суннă та сивӗ шыв епле юхнине савӑнса пӑхса савӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.