Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Августӑн 2022, 19:26

Хушăлкара тӗпчевпе экологи вӑййи кӑсӑклӑ иртрӗ

 Вылякансем экологи енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнă.

Хушăлкара тӗпчевпе экологи вӑййи кӑсӑклӑ иртрӗ
Хушăлкара тӗпчевпе экологи вӑййи кӑсӑклӑ иртрӗ

Августӑн 17-мӗшӗнче "Пушкин картти" программа шайӗнче Хушăлкари ял библиотекинче "Ăслӑ Тăманан тупмалли юмахĕсем" пӗлӳпе экологи вӑййине ирттернӗ. Вӑйӑ пынӑ май ачасем хальхи экологи проблемисем тӑрӑх пилӗк тур иртнĕ, таврари тӗнче ҫинчен калакан юмахсен тупсӑмне тупнă, экспресс-ыйту, шухӑшланисем, юмахри сӑнавсем иртнĕ. Ачасем экологи задачисене шутланă, ребуссем хатӗрленĕ. Мероприятие хутшӑнакансем экологи ҫинчен ҫӗнӗ интереслӗ фактсем пӗлнĕ. Вылякансем экологи енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Хушăлкара тӗпчевпе экологи вӑййи кӑсӑклӑ иртрӗ
Хушăлкара тӗпчевпе экологи вӑййи кӑсӑклӑ иртрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: