Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
23 Августӑн 2022, 15:51

Пушкӑртстанра тата Пермь крайӗнче пурӑнакансем Быстрый Танып юханшыв ҫыранӗсене тасатӗҫ

Мероприяти "Раҫҫей шывӗ" экологи акцийӗн тата "Чистый Танып+" регион проекчӗн шайӗнче иртет.

Пушкӑртстанра тата Пермь крайӗнче пурӑнакансем Быстрый Танып юханшыв ҫыранӗсене тасатӗҫ
Пушкӑртстанра тата Пермь крайӗнче пурӑнакансем Быстрый Танып юханшыв ҫыранӗсене тасатӗҫ

Пушкӑртстанри 11 район тата Пермь крайӗнчи Чернушинск районӗ августӑн 22-мӗшӗнче Быстрый Танып шывăн çыранĕсене тата ҫывӑхри территорисене тасатас енӗпе экологи акцийӗ пуҫланӑ, вӑл сентябрӗн 23-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Кăна "Башинформа" Пушкӑрт Экологи министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Мероприяти "Раҫҫей шывӗ" экологи акцийӗн тата "Чистый Танып+" регион проекчӗн шайӗнче иртет, кунти районсенче пурӑнакансем улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ юханшыв ҫыранӗсене тасатма тухаҫҫӗ. Акцие чи пĕрремĕш хутшӑннисенчен пӗри Янаулти Пионерсен çурчӗн тата шкул ачисен команди пулса тӑнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт Экологи министерстви.

Пушкӑртстанра тата Пермь крайӗнче пурӑнакансем Быстрый Танып юханшыв ҫыранӗсене тасатӗҫ
Пушкӑртстанра тата Пермь крайӗнче пурӑнакансем Быстрый Танып юханшыв ҫыранӗсене тасатӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: