+3 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫамрӑк натуралистсен юхӑмне ҫӗршывра ҫӗнӗрен чӗртес шухӑша ырланă. Кун пирки вӑл ҫак кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри "Экосистема. Заповедный край" çамрӑксен экологи форумне хутшӑннӑ май пӗлтернӗ.
Пирӗн республикӑра ҫак юхӑм ҫухалманни савӑнтарать. Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсем хушшинче совет вӑхӑтӗнче йĕркеленнĕ ҫамрӑк натуралистсен юхӑмне сыхласа хӑварма май килнисенчен пӗри шутланать. Паянхи куна та регионта ҫамрӑк натуралистсен 21 станцийӗ тата Республикӑри ачасен экологи-биологи центрӗ ӗҫлет.
"МГ" информацийĕпе.