Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
17 Сентябрӗн 2022, 21:11

Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ

Субботнике Пишпÿлек ялӗнчи хастар ҫынсем тухрӗҫ.

Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ
Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ

Пирӗншӗн пуриншӗн те "Ешĕл Пушкӑртстан" акци.
- Кӗрхи ҫумӑр йывӑҫсене лайӑх ӳстерме пулӑшĕ. Паян Ҫамрӑксен урамӗнчи ҫӑкасемпе пилеш йывӑҫҫисем лайӑхрах пурӑнӗҫ те пирӗн яла хӑтлӑрах тӑвӗҫ! "Ешĕл Пушкӑртстан" акци шайӗнче йывӑҫ лартас ӗҫе хутшӑннисене пурне те пысӑк тав. Ун пек командӑпа ӗҫлеме пулать! - пӗлтернӗ Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов экологи субботникӗ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян "Ешĕл Пушкӑртстан" экологи акци шайӗнче Ҫамрӑксен урамӗнчи скверта ҫӑкапа пилеш йывӑҫҫисем лартнӑ. Субботнике Пишпÿлек ялӗнчи хастар ҫынсем тухрӗҫ. Кӗрхи акцисем малалла тӑсӑлӗҫ. Сентябрӗн 24-мӗшӗнче пире "Ешĕл Пушкӑртстан" экологи акцийӗ кӗтет, ун шайӗнче темиҫе участок лартӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин ВК страницинчен.

Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ
Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ
Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ
Паян Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" акци иртрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: